Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе литературине, халăх историйĕпе культурине кăмăллакан шкул ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн черетлĕ ăмăртăвĕ уçăлчĕ. Унăн пуçламăш тапхăрĕ кăçал пирвайхи хут интернетра онлайн йĕркипе иртрĕ, çавăнпа та чылай çамрăка кăсăклантарчĕ. Олимпиадăна хутшăннисен шучĕ 500-тен те иртет.
Подробнее: http://chfik.chuvsu.ru (отделение чувашской филологии ФРиЧФиЖ)