«Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрне йыхравлатпăр

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрĕ иртет. Унта олимпиадăн пуçламăш тапхăрĕнче (26.11.2014 ç.) çителĕклĕ балл пухнă шкул ачисем (пĕтĕмлетĕвĕсемпе ятарлă страницăра паллашма пулать) тата иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи олимпиадăра мала тухнă çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Черетлĕ ăмăртăва килес кăмăллисен нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне senker.inchet@yandex.ru эл. адреспа заявка-анкета ямалла (унăн тĕслĕхне Регламентри Хушса панинче пăхăр).

Шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсен олимпиадăна çак адреспа çитмелле: Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт («Университет» чарăну, троллейбус  – 4, 12, 14, 21, маршрут таксийĕ – 32, 35, 49, 52, 61).

Регистраци вăхăчĕпе вырăнĕ: 10.00 – 10.30 (II-мĕш корпус, фойе, 2-мĕш хут). Олимпиада 10.30 сехетре уçăлать, 11.00 сехетре пуçланать.

Шкул ачисен хăйсемпе пĕрле çак документсем пулмалла:

1) Паспорт (вăл пропуск шутланать);

2) Шкулта (хăш шкулта тата миçемĕш класра) вĕреннине ĕнентерекен справка.

Республикăн инçетри районĕсенчен тата ытти регионсенчен килес тĕллевлисене университет общежити пÿлĕмĕпе тивĕçтерме пултарать. Ун пирки 89196707449 номерпе шăнкăравласа деканăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕпе, Алена Михайловна Ивановăпа, маларах калаçса татăлмалла. Олимпиадăна хутшăнакансем çул, пурăнмалли пÿлĕм, апатлану тăкакĕсене хăйсем çине илеççĕ.

Жюри олимпиада çĕнтерÿçисене иккĕмĕш тапхăр хыççăн палăртать.

 Хапăл туса кĕтетпĕр!

Источник: http://chfik.chuvsu.ru/ (отделение чувашской филологии ФРиЧФиЖ)